Республикӑри триатлонистсем Чӑваш Ен чемпионачӗн медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн Шӑмӑршӑ районӗнче тупӑшнӑ. Унта ытти регионти спортсмӗнсем те килнӗ.
«Шӑмӑршӑри дуатлон» виҫӗ ҫулта тӗнчипе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑнпа тӗнче ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, Ижевск хулинче пурӑнакан Максим Кузьмин унта килни никама та тӗлӗнтермен.
Максимшӑн ку авӑн уйӑхӗнче Швейцарире иртекен ӑмӑртӑва хатӗрленнипе танах. Тупӑшу таҫти «шӑтӑкра» иртни ӑна пӗрре те шиклентермест. «Европӑра та стартсем тӗп хуласенче иртмеҫҫӗ», — тенӗ спортсмен. Вӑл «Шӑмӑршӑри дуатлонра» ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан, 9-мӗш класра ӑс пухакан Елена Миюхина та килнӗ. Спортӑн ҫак тӗсӗ уншӑн чун киленӗҫӗ. Вӑл ӑмӑртура 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Финиша чи малтан Алексей Васильев ҫитнӗ. Шӑмӑршӑ районӗн каччи Илья Хлюкин унран юлса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ Чӑваш Енри фермерсен республикӑри канашлӑвне хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак эрнере Шӑмӑршӑ ялӗнче иртнӗ.
Сӗнтӗрвӑррисем пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе, хӑна юррисемпех кӗтсе илнӗ. Аякран ҫитекенсене ҫапла хапӑллаканни — асӑннӑ тӑрӑхри «Ахаяс» фольклор ушкӑнӗ.
Хӑнасене вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене илсе кайса кӑтартнӑ. Юрӑ-ташӑ ӑстисене Г.М. Егорова фермер хуҫалӑхӗ, сӑмахран, самай тӗлӗнтернӗ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхне ҫитнӗ-ҫитнех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи культура ӗҫченӗсем вӑл енчисен культура пурнӑҫӗпе те паллашнӑ, вӗсен опычӗпе кӑсӑкланнӑ май унтисенчен мӗн вӗренме май килнине ӑша илме, асра хӑварма тӑрӑшнӑ. «Ҫӳрени харама каймарӗ», — теҫҫӗ «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Ӑна экстремизмшӑн айӑпланӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи ҫурла тата юпа уйӑхӗсенче вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче видеофайл тата сӑвӑ вырнаҫтарнӑ. Экспертиза вӗсем халӑхсен хушшинче курайманлӑх ҫуратнине ҫирӗплетнӗ.
Суд ҫамрӑк тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна 100 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чукалта Владимир Ленина халалласа палӑк уҫнӑ. Ку пулӑм ҫурлан 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Палӑк уҫнӑ ҫӗре ялта пурӑнакансем кӑна мар, таврари ялсенчен те пуҫтарӑннӑ. Ленин палӑкне Раҫҫейӗн коммунистсен партийӗн Шӑмӑршӑ районӗнчи комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ Г.А. Телегин ҫине тӑнипе уҫма май килнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 90 ҫулти вӑрҫӑ ветеранӗ С.Ф. Лукиянов та палӑка пысӑка хурса хакланӑ. Васанти халӑх музейӗн пуҫлӑхӗ Г.Н. Ларышников, Ф.Ф. Иванов педагог та палӑкпа кӑмӑллине палӑртнӑ. Мероприятие Ҫӗнӗ Чукал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г.П. Чугунов та хутшӑннӑ.
Палӑка уҫма кам ҫине тӑнине, кам мӗнпе пулӑшнине те асӑнса хӑварнӑ. Унтан пурте пӗрле пухӑнса палӑк умӗнче сӑн ӳкерӗннӗ.
«Пӗрисем акара тӑрмашаҫҫӗ, теприсем ташласа юрлаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑччӗ маларах Чӑваш халӑх сайчӗ. Унта Куславкка районӗнчи Карачра агитбригада ӗҫе тытӑннине пӗлтернӗччӗ.
Хӗрсе уй-хирпе йӗтем ҫинче тар тӑкнӑ чух юрласа-ташлаканӗсем ытти тӑрӑхра та пур. Турра шӗкӗр, механизаторсемпе комбайнерсем алла купӑс илсе юрӑ ӗнӗрлесе лармаҫҫӗ. Юрӑ-ташӑпа ҫӳрекенӗсем — вырӑнти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем. Совет самани вӑхӑтӗнче пуҫланнӑ агитбригада юхӑмӗ юлашки ҫулсенче ҫӗнӗрен чӗрӗлсе илчӗ.
Вырӑнти агитбригада Шӑмӑршӑ районӗнчи «Исток» хуҫалӑха та пынӑ. Ял тӑрӑхӗнче ҫакна юрӑ-ташӑпа хавхалантарни тесе хаклаҫҫӗ.
Хуҫалӑхра ӗҫлекенсем концерт пӑхнӑ кӑна мар, вырӑнти артистсемпе пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ.
Росздравнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Вӑрмар тата Шӑмаршӑ пульницисенче тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсенче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Ведомство ӗҫченӗсем пульницӑсене иккӗмӗш хут килсен тӗп тухтӑрсене штрафланӑ. Вӑрмар районӗн пульницинче эмел препарачӗсене упранӑ чухне унчченхи пекех йӗркене пӑснӑ-мӗн. Тӗп тухтӑра 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи пульницӑра вара пациентсене тӳлевсӗр эмелсем парас йӗркене пӑснӑ. Куншӑн тӗп тухтӑрӑн 15 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ.
Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗ хӑйӗн уявне паллӑ тунӑ. Ял пӗчӗкех мар — 205 хуҫалӑх, унта 407 ҫын пурӑнать. Туслӑ халӑх ял уявне хаваспах пухӑннӑ.
Малтанах ял халӑхне вырӑнти тӳре шара саламланӑ. Ярӑславсене саламлама ытти тӑрӑхран та килнӗ. Халӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешсене манмасть. Малтанах вӗсем палӑк умне чечексем хунӑ.
Ял пурнӑҫӗшӗн нумай тӑрӑшакансене, хастарлӑхӗпе палӑрнисене парнесемпе, грамотӑсемпе чысланӑ. Ялти вулавӑш литература монтажӗ хатӗрленӗ. Сцена ҫинче вырӑнти юрӑҫсем, чӑваш этрада артисчӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Спорт мероприятийӗсӗр иртмен паллах. Волейбол лапамӗнче урамсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ. Уявра пурне те шӳрпепе хӑналанӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ташӑ каҫӗпе тата фейерверк янипе вӗҫленнӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче «У медведя во бору» (чӑв. Упа патӗнче хыр вӑрманӗнче) экологи сукмакӗ йӗркеленӗ. Ун тӑрӑх ҫула тухакан туристсем валли нумаях пулмасть ҫӗнӗ объект вырнаҫтарнӑ.
Уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ шутланаканскерте хир сыснипе паллаштараҫҫӗ. «Кабан» (чӑв. Хир сысни) чарӑнура тӑхтаса тӑракансем ку чӗрчунӑн макетне тӳрех асӑрхӗҫ. Унсӑр пуҫне хир чӗрчун пурнӑҫӗпе, вӑл хӑйне епле тытма пулӑшнипе паллашма май килӗ.
«Упа патӗнче хыр вӑрманӗнче» сукмака наци вӑрманӗ 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Баскакри вӑрман хуҫалӑхӗн территорийӗнче йӗркеленӗ.
Экологи сукмакӗпе кирек кам та ҫула тухма пултарать. Пӗччен те, ушкӑнпа та. Экскурси пӗрле ӗмӗтленекенсене (83546) 2-35-06 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме сӗнеҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи васансем нимелле ҫул сарнӑ.
Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, урама йӗркене кӗртме Карл Маркс урамӗнче пурӑнакансем тухнӑ. Вӗсем пурте пӗрле пухӑнса ӗҫленӗ. Вак-тӗвек чултан сарнӑ ҫул тӑршшӗ 200 метрпа танлашать.
Алӑпа кӑна нумай ӗҫ туса пӗтереймӗн. Урамри халӑха пулӑшма трактор та пырса ҫитнӗ. Ҫул сарнӑ-сарнах, ҫурхи шыв-шура тата ҫумӑр шывӗ юхма канав та хӑварнӑ, шыва пухӑнма ҫӑлкуҫсем те алтнӑ.
Ваннӑ кирпӗче ял ҫыннисем хайсен шучӗпе туянман — ӑна район центрӗнчен кӳрсе килнӗ. Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсен шутне лекнӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсене ишнӗ май унтан тухакан кирпӗче ял урамне сарма турттарса килнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта: Аслӑ Елчӗкре, Курнавӑшра, Ҫӗнӗ Эйпеҫре — палӑксем ҫӗнӗрен уҫнине пӗлтертӗмӗр-ха.
Шӑмӑршӑра вара Германире хӗсметре пулнисене асра тытса тата хисеп туса палӑк уҫнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 1945 ҫулта унта пулнисене кӑна мар, ҫар тивӗҫне унта 1994 ҫулччен пурнӑҫланисене те асра тытас тенине пӗлтерекен палӑк ку. Хамӑр историе манас мар тесе тунӑ ятпа хатӗрленӗ палӑка паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ.
Палӑк уҫас шухӑша «Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн ветеранӗсен республикӑри канашӗ» общество организацийӗ пуҫарнӑ. Монумента гранитран тата мрамортан хатӗрленӗ. Постамент ҫине асӑну плити вырнаҫтарнӑ. Варринче вара хӗҫне антарнӑ совет салтакӗ, ҫӑлнӑ хӗрачана тытса тӑраканскер, тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |